34 Эй, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑр усал пулсассӑн епле-ха эсир ырри ҫинчен калаҫма пултаратӑр? Этемӗн чӗри мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать.
Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать.
Ҫӑвартан тухаканни вара – чун-чӗререн тухать, ҫынна Турӑ умӗнче ҫавӑ ирсӗрлетет.
Эй, ҫӗленсем, ҫӗлен ҫурисем! Хӑвӑра тамӑк вутне кӗме суд тӑвасран хӑтӑлса юлма пулать тетӗр-и?
Фарисейсемпе саддукейсенчен чылайӑшӗ хӑй патне шыва кӗме пынине асӑрхасан Иоанн вӗсене ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?
Иоанн хӑй патне шыва кӗме пыракан халӑха ҫапла каланӑ: «Эй, ҫӗлен ҫурисем! Ҫитес ҫилӗрен тарса хӑтӑлма кам вӗрентрӗ сире?
Ырӑ ҫыннӑн ырӑ кӑмӑлӗнчен ырри тухать, усал ҫыннӑн усал кӑмӑлӗнчен усалли тухать. Этемӗн кӑмӑлӗ мӗнпе тулнӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ те ҫавнах калать».
Эсир Авраам ачисем мар, шуйттан ачисем, эсир унӑн кӑмӑлне тивӗҫтересшӗн тӑрӑшатӑр. Вӑл вара чӑн пуҫламӑшӗнченех ҫын вӗлерекен пулнӑ. Чӗринче чӑнлӑх пулманран вӑл чӑнлӑха та йышӑнман. Суйса калаҫнӑ чухне те вӑл хӑйӗн сӑмахӗсенех калать, мӗншӗн тесен вӑл ултавҫӑ, ултав ашшӗ.
Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр.
Тата усал сӑмах калани, пуш сӑмах калаҫни, вырӑнсӑр шӳтлени сире килӗшмест, тав сӑмахӗ кӑна килӗшӳллӗ.
Мӗншӗн тесен эпир пурте ҫылӑха нумай кӗретпӗр. Кам сӑмахпа ҫылӑха кӗмест, ҫав аталанса ҫитнӗ пулать. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткине чарма-пӑхӑнтарма пултарать.
Турӑ ачисемпе шуйттан ачисене ҫакӑнтан пӗлмелле: ырӑ ӗҫ туман, ҫавнашкалах тӑванне юратман ҫын Турӑ ачи мар.