30 Кам Ман майлӑ мар, ҫав Мана хирӗҫ; кам Манпа пухмасть, ҫав салатса пӗтерет.
Е тата, вӑйлӑ ҫынна малтанах ҫыхса пӑрахмасан, кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ-ха? Паллах, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ.
Никам та харӑсах икӗ хуҫа тарҫи пулаймасть, мӗншӗн тесен вӑл пӗр хуҫине кураймӗ, теприне юратӗ; е пӗриншӗн чунне парса тӑрӑшӗ, теприншӗн тӑрӑшмӗ. Эсир харӑсах Турӑ чури те, мул чури те пулаймӑр».
Кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ».
Кам Ман майлӑ мар, вӑл Мана хирӗҫ. Кам Манпа пӗрле пухмасть, вӑл салатса пӗтерет.
«Ан чарӑр ӑна, кам сире хирӗҫ мар, ҫав сире майлӑ», – хуравланӑ Иисус.
Унтан та ытларах, Иисус пӗр ҫак халӑхшӑн ҫеҫ мар, сапаланса кайнӑ Турӑ ачисене пӗр ҫӗре пуҫтарассишӗн те вилессе Каиафа пророкла систернӗ.
Вӗсем хамӑр хушшӑмӑртанах тухрӗҫ, анчах вӗсем нихӑҫан та пирӗннисем пулман: вӗсем пирӗннисем пулсассӑн, пирӗнпех юлӗччӗҫ. Анчах вӗсем пирӗн йышран тухрӗҫ, ҫапла майпа вӗсем пуртех те пирӗннисем марри палӑрчӗ.