29 Е тата, вӑйлӑ ҫынна малтанах ҫыхса пӑрахмасан, кам унӑн ҫуртне кӗрсе япалисене ҫаратса тухма пултарӗ-ха? Паллах, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ.
Эпӗ усалсене Турӑ Сывлӑшӗпе хӑваласа кӑларатӑп пулсан, эппин, паллах, сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫитнӗ пулать.
Кам Ман майлӑ мар, ҫав Мана хирӗҫ; кам Манпа пухмасть, ҫав салатса пӗтерет.
Вӑйлӑ ҫыннӑн ҫуртне кӗрсен, малтанах вӑйлӑскерне ҫыхса пӑрахмасӑр, никам та унӑн япалисене ҫаратаймӗ, ҫыхса пӑрахсан тин унӑн ҫуртне ҫаратайӗ.
Кам ҫылӑха кӗрет, ҫав вара шуйттанӑн, мӗншӗн тесен малтан шуйттан ҫылӑха кӗнӗ. Шуйттан ӗҫӗсене путлантарма килнӗ те ӗнтӗ Турӑ Ывӑлӗ.
Эй, ачамсем! Эсир – Туррӑн, эсир суя пророксене ҫӗнтертӗр, мӗншӗн тесен сирӗнти Турӑ Сывлӑшӗ тӗнчери ытти сывлӑшсенчен хӑватлӑрах.