24 Ҫавна илтсен фарисейсем вара ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл урӑх нимӗнле хӑватпа та мар, усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Вӗренекенӗ вӗрентекен пек пулсан, тарҫи хуҫи пек пулсан ҫитет вара. Кил хуҫине Веельзевул терӗҫ пулсан, унӑн кил-йышӗ пирки пушшех те ҫапла каламӗҫ-и?»
Вӗсем тухса кайнӑ чух Иисус патне усал ернӗ чӗлхесӗр ҫынна илсе пынӑ.
Фарисейсем кӑна ҫапла каланӑ: «Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать».
Унӑн ӑшӗнче – Веельзевул, Иисус усал сывлӑшсене усалсен пуҫлӑхӗн хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать тесе калаҫнӑ Иерусалимран пынӑ саккун вӗрентӳҫисем те.
Пӗррехинче Иисус чӗлхесӗр тӑвакан усала ҫын ӑшӗнчен хӑваласа кӑларнӑ. Усалӗ тухсан чӗлхесӗр ҫын калаҫма пуҫланӑ; вара халӑх тӗлӗнсех кайнӑ.
«Усалсене Вӑл усалсен пуҫлӑхӗн, Веельзевулӑн, хӑвачӗпе хӑваласа кӑларать!» – тенӗ хӑшӗ-пӗрисем.