23 Иисус мӗн тунине курсан пӗтӗм халӑх тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ. «Ҫакӑ Давид йӑхӗнчен Суйласа илни мар-и?» – тесе ыйтнӑ ҫынсем.
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
«Давид йӑхӗн Ывӑлне осанна! Хуҫа Турӑ ячӗпе Килекен мухтавлӑ! Ҫӳл тӳпере те осанна!» – тесе кӑшкӑрнӑ Иисус умӗнче те, хыҫӗнче те пыракан халӑх.
Иисус ҫак сӑмахсене каласа пӗтерсен, халӑх Унӑн вӗрентӗвӗнчен тӗлӗнмеллипех тӗлӗннӗ.
Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.
Усалне хӑваласа кӑларсан чӗлхесӗр ҫын калаҫа пуҫланӑ. «Израильте кунашкалли нихӑҫан та пулманччӗ», – тесе калаҫнӑ халӑх тӗлӗнсе.
«Пӗр Ҫын манӑн пурӑнӑҫӑм ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗ, кайса пӑхӑр-ха, Христос мар-и Вӑл?»