Унтан Иисус патне усал ернӗ суккӑр тата чӗлхесӗр ҫынна ҫавӑтса пынӑ. Иисус ӑна сыватнӑ, ҫапла вара суккӑр тата чӗлхесӗр ҫын калаҫма та, курма та пуҫланӑ.
Турӑ Хӑйӗн ҫыннисене ҫав вӑрттӑнлӑх ытти халӑхсемшӗн мӗн тери чаплӑ пуянлӑх пулнине уҫса пама кӑмӑл тунӑ. Вӑрттӑнлӑхӗ вара – мухтавне шантаракан хӑвӑр ӑшӑрти Христос.