2 Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ».
Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ.
Иисус вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Пӗррехинче, Давид хӑй тата унпа пӗрле пулнисем выҫӑпа аптӑрасан, вӑл мӗн тунине вуламан-им эсир?
Иисуса фарисейсем ҫапла каланӑ: «Пӑх-ха, мӗн хӑтланаҫҫӗ вӗсем шӑмат кун?! Тума юраманнине тӑваҫҫӗ».
Иисус саккун вӗрентӳҫисемпе фарисейсенчен: «Саккун тӑрӑх шӑмат кун ҫынна чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ.
ҫавӑнпа вӗсем килне тавӑрӑннӑ та ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем тата сӗрмелли ҫусем хатӗрлесе хунӑ. Вара, саккуна пӑхӑнса, шӑмат кун каннӑ.
Хӑш-пӗр фарисейсем вӗсенчен: «Эсир мӗншӗн шӑмат кун тума юраманнине тӑватӑр?» – тесе ыйтнӑ.