Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 12:16 - Синодальный НЗ

16 Вӗсене Иисус Хӑй ҫинчен каласа ҫӳреме хушман.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 12:16
7 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл ҫапла Исаия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе тунӑ:


Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗренекенӗсене ҫапла хушнӑ: «Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен ҫак курӑну пирки никама та ан калӑр».


«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».


Вара вӗсем куракан пулнӑ. «Астӑвӑр, кун ҫинчен никам та ан пӗлтӗр», – тенӗ хытарсах вӗсене Иисус.


Иисус вара Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе тинӗс хӗррине кайнӑ. Ун хыҫҫӑн Галилейӑра, Иудейӑра, Иерусалимра, Идумейӑра тата Иордан леш енче пурӑнакан темӗн чухлӗ халӑх пынӑ. Иисусӑн ӗҫӗсем пирки сӑмах сарӑлнӑран унта Тирпа Сидон таврашӗнчи ҫынсем те йышлӑн пуҫтарӑннӑ.


Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ