13 «Аллуна тӑс-ха», – тенӗ унтан Иисус ҫав ҫынна. Лешӗ тӑснӑ та, алли тӳрленсе тепри пекех пулса тӑнӑ.
суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, юхан-суранлисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтекен пулаҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ, чухӑннисем хушшинче Ырӑ Хыпар сарӑлать.
Иисус аллине тӑсса ӑна сӗртӗннӗ те ҫапла каланӑ: «Чиртен тасатас тетӗп, сывал». Ҫын вара ҫавӑнтах юхан-суранран тасалнӑ.
Вара ун ҫине аллине хунӑ та, лешӗ ҫавӑнтах тӳрленсе тӑрса Турра мухтама пуҫланӑ.
Ашшӗ унӑн сив чирпе тата юнлӑ варвиттипе аптӑраса вырӑнпах выртатчӗ. Павел вара Публий ашшӗ выртакан пӳлӗме кӗчӗ те, кӗлтуса, ун ҫине аллине хурса, сыватрӗ.