12 Этем сурӑхран мӗн чухлӗ пахарах! Ҫапла вара, шӑмат кун ырӑ ӗҫ тума юрать».
Ҫавӑнпа та ан хӑрӑр: эсир, паллах, пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑк йышӗнчен хаклӑрах.
Вӗҫен кайӑксене сӑнӑр-ха: вӗсем тырӑ акса-вырса кӗлете пухса хумаҫҫӗ. Ҫӳлти Аҫӑр вӗсене тӑрантарать. Эсир вӗсенчен чылай пахарах мар-им вара?
Лешсене вара каланӑ: «Шӑмат кун ырӑ тумалла-и е усал тумалла? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.
Ҫӑхансем ҫине пӑхӑр-ха: вӗсем акмаҫҫӗ, вырмаҫҫӗ; вӗсен ампарӗ те, кӗлечӗ те ҫук, ҫапах вӗсене Турӑ тӑрантарать. Эсир вӗҫен кайӑксенчен мӗн чухлӗ пахарах!
Пӗр шӑмат кун Иисус фарисейсен пуҫлӑхӗ патне хӑнана кӗнӗ. Унти фарисейсем Ӑна хытӑ сӑнаса ларнӑ.
Унтан Иисус вӗсене каланӑ: «Эпӗ сирӗнтен ыйтам-ха: шӑмат кун мӗн тумалла? Ыррине-и е усаллине? Чуна ҫӑлмалла-и е пӗтермелле?» Пӗри те хирӗҫ чӗнмен.