Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 12:10 - Синодальный НЗ

10 Унта алли типнӗ ҫын пулнӑ. Иисуса айӑплама сӑлтав тупас тесе синагогӑрисем Унран: «Шӑмат кун чиртен сыватма юрать-и?» – тесе ыйтнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 12:10
21 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Фарисейсем ҫакна курнӑ та Иисуса каланӑ: «Акӑ Санӑн вӗренекенӳсем шӑмат кун тума юраманнине тӑваҫҫӗ».


Иисус патне фарисейсем пынӑ та, Ӑна илӗртсе тӗрӗслес тесе, ыйту панӑ: «Упӑшкин арӑмне кирек епле сӑлтавпа та уйӑрса яма юрать-и?»


Иисуса айӑплама сӑлтав тупас шутпа, ҫак ҫынна Вӑл шӑмат кун сыватмӗ-и тесе, хӑшӗ-пӗрисем Ӑна сӑнаса тӑнӑ.


Хӑйӗн ҫӑварӗнчен тухакан сӑмахпа Хӑйнех айӑпламашкӑн сӑлтав тупма тӑрӑшнӑ.


Ҫавӑн чух синагога пуҫлӑхӗ, Иисус ҫав хӗрарӑма шӑмат кун сыватнӑшӑн ҫилленсе, халӑха каланӑ: «Эрнере ултӑ кун пур, пӗтӗм ӗҫе ҫав кунсенче тумалла. Чиртен сывалма эсир шӑмат кун мар, ытти кунсенче килӗр!» – тенӗ.


Эппин каласамччӗ: эпир Рим патшине налук пани тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и?»


вӗсене каланӑ: «Ку Ҫынна эсир ман пата халӑха пӑтратакан тесе тытса килтӗр. Акӑ, эпӗ сирӗн умӑртах тӗпчерӗм, анчах та эсир айӑпланине ҫирӗплетекен пӗр сӑлтав та тупмарӑм.


Вара Ӑна ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ку Ҫын пирӗн халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Хӑйне Христос Патша тесе императора налук тӳлеме хушмасть!»


Ҫавӑнпа иудейсен ятлӑ-сумлӑ ҫыннисем сывалнӑскере каланӑ: «Паян шӑмат кун, санӑн вырӑнна ҫӗклесе кайма юрамасть».


Ҫав лупассем айӗнче питӗ нумай чирлӗ ҫын выртнӑ. Суккӑрсем, уксахсем, паралич ҫапнисем шыв хумхана пуҫласса кӗтнӗ.


Ҫапла вара, Моисей саккунне пӑсас мар тесе, ҫын шӑмат кун та ӳт кастарать. Мӗншӗн-ха эппин эсир Мана шӑмат кун та ҫынна сыватать тесе ҫилленетӗр?


Ҫакна вӗсем Ӑна айӑплама сӑлтав тупасшӑн тӗрӗслесе каланӑ. Иисус вӗсене курмӑш пулнӑ та пӗшкӗнсе пӳрнипе ҫӗр ҫине темӗн ҫыра пуҫланӑ.


«Вӑл Ҫын Турӑран мар, мӗншӗн тесен Вӑл шӑмат куна хисеплемест», – тенӗ вара хӑш-пӗр фарисейсем. «Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе ҫылӑхлӑ ҫын епле тума пултарайтӑр?» – хирӗҫленӗ теприсем. Вара вӗсем тавлашсах кайнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ