Ун патне пит нумай халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем хӑйсемпе пӗрле уксах-чӑлахсене, суккӑрсене, чӗлхесӗрсене, сусӑрсене тата ытти чирлисене йышлӑн илсе пынӑ, вӗсене Иисус умне вырттарнӑ. Иисус вӗсене сыватнӑ.
Ӑна Ашшӗ кунта янӑ тесе Ман ҫинчен Иоанн пӗлтернисӗр пуҫне тата вӑйлӑрах кӑтартса паракан пур. Вӑл – Эпӗ тӑвакан ӗҫсем, вӗсене Эпӗ Аттем ирӗкне пӑхӑнса тӑватӑп.