30 Мӗншӗн тесен Ман лава туртма ырӑ, Ман ҫӗклемӗм ҫӑмӑл».
Нумаях та вӑхӑт иртмен, пӗр шӑмат кун Иисусӑн тырӑ пуссипе иртсе пымалла пулнӑ. Вӗренекенӗсен ҫиесси килнӗ те вӗсем пучахсене тата-тата илсе тырӑ пӗрчисене ҫиме пуҫланӑ.
Ҫакна Эпӗ сире чун канӑҫлӑхне Манра тупӑр тесе каларӑм. Ку тӗнче сирӗншӗн хуйхӑ-суйхӑллӑ пулӗ, ҫапах ҫирӗп кӑмӑллӑ пулӑр: Эпӗ тӗнчене ҫӗнтертӗм».
Мӗншӗн-ха эсир халӗ мӑн асаттесем те, хамӑр та йӑтайман ҫӗклеме вӗренекенсен ӗнси ҫине хурасшӑн пулса Туррӑн чӑтӑмлӑхне тӗрӗслетӗр?
Мӗншӗн тесен Святой Сывлӑш та, эпир те сирӗн ҫине ытлашши ҫӗклем хурас мар терӗмӗр. Сирӗн ҫаксене, чи кирлисене кӑна, тытса пурӑнмалла:
Вӑхӑтлӑх кӑшт асапланнӑшӑн эпир виҫесӗр пысӑк, ӗмӗрлӗх мухтав илетпӗр.
Ҫапла вара, хамӑра Христос панӑ ирӗклӗхе ҫирӗп упраса пурӑнӑр, каллех чуралӑх пусмӑрне кӗрсе ӳкмелле ан пултӑр.
Сире чун-чӗм ертсе пырать пулсан, эппин саккун аллинче тӑмастӑр.
Иисус Христос мана тӗрек парса тӑнине пула эпӗ тем тума та вӑй ҫитеретӗп.
Турӑ пил-хушӑвӗсене тытса пыни Ӑна юратни пулать те. Унӑн пил-хушӑвӗсем вара йывӑрах та мар.