Ҫынсем мӗн пулнине курма тухнӑ та Иисус патне пынӑ. Унпа юнашарах усалсенчен тасалнӑ, тӑхӑнса тумланнӑ ҫын чипер ӑс-тӑнпах ларнине курсан вӗсем хӑраса ӳкнӗ.
Саккуншӑн юттисене ҫӑлас тесе вӗсемшӗн хам та саккуншӑн ют пек пултӑм. Ҫав хушӑрах Моисей саккунне Турӑ умӗнче юта хумарӑм, пурӑнасса вара Христос саккунӗпе пурӑнтӑм.