17 „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр, эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“.
Кампа танлаштарам-ши ҫак ӑру ҫыннисене? Вӗсем урамра ларакан ачасем евӗрлӗ, вӗсем хӑйсен юлташӗсене ҫапла калаҫҫӗ:
Акӑ Иоанн килчӗ те – типӗ тытать, эрех таврашӗ ӗҫмест. „Усал ернӗ ӑна“, – теҫҫӗ ҫынсем.
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Туй ачисем кӗрӳ каччӑ хӑйсемпе пӗрле чухне кулянӗҫ-и? Анчах та акӑ вӗсенчен кӗрӳ каччӑна туртса илес кунсем ҫитӗҫ, ҫавӑн чухне вӗсем типӗ тытӗҫ.
Унтан Иисус пуҫлӑх килне кайнӑ. Пӳрте кӗрсен Вӑл хӑйсен йӑлипе виле ҫинче кӗвӗ калакансене, ним тума аптӑранӑ ҫынсене курнӑ.
Ҫав вӑхӑтра аслӑ ывӑлӗ хирте пулнӑ. Тавӑрӑннӑ чухне вӑл килӗнче савӑнса юрланине илтнӗ.
Иисус хыҫӗнчен ҫынсем нумаййӑн пынӑ, хӗрарӑмсем те Уншӑн кӑшкӑрса йӗрсе утнӑ.
Вӗсем урамра пӗр-пӗрне ҫапла кӑшкӑрса ларакан ачасем евӗрлӗ: „Эпир сирӗншӗн шӑхличӗ каларӑмӑр – эсир ташламарӑр. Эпир сирӗншӗн хурлӑхлӑ юрӑ юрларӑмӑр – эсир йӗмерӗр“.
Пурте хӗршӗн хурланса, хӳхлесе йӗнӗ. «Ан йӗрӗр, вӑл вилмен, ҫывӑрать кӑна», – тенӗ Иисус.