13 Мӗншӗн тесен Иоанн киличчен мӗн пур пророкла каланисене тата Моисей саккунне пӗлтернӗ ӗнтӗ.
Шыва кӗртекен Иоанран пуҫласа паян кунчченех Ҫӳлти Патшалӑха тӑрӑшулӑхпа илеҫҫӗ, пит тӑрӑшакансем ӑна тупаҫҫӗ.
Эсир ҫак шухӑшӑма йышӑнма хатӗр пулсан, калам: Иоанн вӑл – килмелле тенӗ Илия.
Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.
Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ».
Мӗншӗн тесен Иерусалимра пурӑнакансемпе вӗсен пуҫлӑхӗсем Иисуса пӗлеймерӗҫ, Ӑна айӑпларӗҫ. Ҫапла майпа синагогӑсенче кашни шӑмат кун вулакан пророксен сӑмахӗсем пурнӑҫланчӗҫ.
Халӗ вара саккунран килмен Турӑ тӳрӗлӗхӗ уҫӑлчӗ. Ун ҫинчен саккун та, пророксем те пӗлтернӗ.