8 Чирлисене сыватӑр, юхан-суранлисене тасатӑр, вилнисене чӗртӗр, усалсене хӑваласа кӑларӑр. Тӳлевсӗр илтӗр, тӳлевсӗрех парӑр.
Унтан Иисус Хӑйӗн вун икӗ вӗренекенне чӗнсе илнӗ. Вӑл вӗренекенӗсене, усал сывлӑшсене хӑваласа кӑларччӑр тесе, вӗсене пӑхӑнтарма, тӗрлӗ чир-чӗртен, тӗрлӗ халсӑрлӑхран сыватма хӑват панӑ.
Ҫӳренӗ чухне вара: „Ҫӳлти Патшалӑх ҫывхарчӗ“, – тесе ӳкӗтлесе вӗрентӗр.
Хӑвӑрпа пӗрле укҫа таврашӗ ан илӗр: ылтӑннине те, кӗмӗллине те, пӑхӑррине те;
ҫӗленсене алла тытӗҫ; пӗр-пӗр наркӑмӑш ӗҫсен те сиенленмӗҫ; чирлисем ҫине аллисене хурсан, лешсем сывалӗҫ».
Унти чирлӗ ҫынсене сыватӑр, „Сирӗн патӑра Турӑ Патшалӑхӗ ҫывхарчӗ“, – тейӗр вӗсене.
Анчах та Петр ҫапла каланӑ: «Ылтӑнӑм та, кӗмӗлӗм те ҫук манӑн, мӗн пуррине сана паратӑп: Иисус Христос Назорей ячӗпе тӑр та утса ҫӳре!»