Вара вӗсем те ҫапла калӗҫ: „Эй, Хуҫамӑр! Санӑн ӗҫессӳ, ҫиессӳ килнине е ҫул ҫӳренине, е тумтирсӗррине, е чирлине, е тӗрмерине эпир хӑҫан куртӑмӑр, хӑҫан Сана пулӑшмарӑмӑр?“
Ҫакна эсӗ ху типӗ тытнине ҫынсене палӑртас мар тесе, курӑнми Аҫу анчах пӗлсе тӑтӑр тесе ту. Вара вӑрттӑн тунине те куракан Аҫу сана уҫҫӑнах тавӑрса парӗ».
Кайран вара, хӑйне те, кил-йышне те тӗне кӗртсен, Лидия пире ҫапла каласа тархасларӗ: «Мана эсир Хуҫамӑра чунтан парӑннӑ ҫын вырӑнне хуратӑр пулсан ман патӑмра пурӑнӑр». Ҫапла вӑл пире ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех.