4 Симон Кананит тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.
Ҫавӑн чухне Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда Искариот ятли, аслӑ священниксем патне кайнӑ.
«Иисуса сутнӑшӑн эсир мана мӗн парӑр?» – тенӗ Иуда вӗсене. Лешсем ӑна вӑтӑр кӗмӗл укҫа сӗннӗ.
«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ».
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе халӑх хушшинчи ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ.
Иисуса сутнӑ Иуда, Ӑна вӗлерме йышӑннине пӗлсен, ӳкӗннипе вӑтӑр кӗмӗл укҫине аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсене тавӑрса панӑ.
Вун иккӗшӗнчен пӗри вара, Иуда Искариот, Иисуса аслӑ священниксене тытса парас шухӑшпа вӗсем патне кайнӑ.
Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ вӑхӑтрах Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда, тата унпа пӗрле хӗҫсемпе шалҫасем йӑтнӑ темӗн чухлӗ халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсене аслӑ священниксемпе саккун вӗрентӳҫисем тата ятлӑ-сумлӑ ҫынсем янӑ пулнӑ.
Вун иккӗшӗнчен пӗрин, Искариот текен Иудӑн, ӑшне шуйттан кӗнӗ.
Иисус ҫапла каласа тӑнӑ чух унта пӗр ушкӑн халӑх пырса ҫитнӗ. Вӗсен умӗнче Вун иккӗшӗнчен пӗри, Иуда ятли, пынӑ. Вӑл Иисуса чуптума Ун умне пырса тӑнӑ, мӗншӗн тесен Иуда лешсене: «Эпӗ Кама чуптӑвӑп, Ҫавӑ Иисус пулӗ», – тесе паллӑ пама пулнӑ.
Каҫхине Иисуспа вӗренекенӗсем апат ҫиме ларнӑ. Ҫавӑн чухне шуйттан Симон ывӑлӗн Иуда Искариотӑн чӗрине Иисуса сутас шухӑш кӗртнӗ.
Ҫапах сирӗн хушшӑрта ӗненменнисем те пур». Ҫакна Иисус кам-кам ӗненменнине те, Хӑйне кам сутассине те малтанах пӗлсе тӑнӑран каланӑ.
Ҫакна Вӑл Симон ывӑлӗ Иуда Искариот ҫинчен каланӑ, мӗншӗн тесен Иуда, Вун иккӗшӗнчен пӗри пулин те, Иисуса сутма шухӑш тытнӑ.
Тавӑрӑнсассӑн вӗсем хӑтлӑ пӳлӗме хӑпарнӑ. Унта Иисусӑн ҫак вӗренекенӗсем пулнӑ: Петр, Иаков, Иоанн, Андрей, Филипп, Фома, Варфоломей, Матфей, Алфей Иаковӗ, Симон Зилот тата Иаковпа пӗртӑван Иуда.
Иуда йышран уйӑрӑлса хӑй каймалли ҫӗре кайрӗ. Ун вырӑнне апостол тивӗҫне камӑн туса пымаллине кӑтартсамччӗ!»