39 Хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑваракан ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ».
Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне упрасшӑн тӑрӑшӗ, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам та кам пурӑнӑҫне пӗтерӗ, ҫав ӑна ҫӑлса хӑварӗ.
Мӗншӗн тесен хӑйӗн пурӑнӑҫне упраса хӑварас текен ӑна ҫухатӗ. Хӑйӗн пурӑнӑҫне Мана халалласа ҫухатакан ӑна упраса хӑварӗ.
Кам хӑйӗн пурӑнӑҫне юратать, ҫав ӑна пӗтерӗ. Кам ку тӗнчере хӑйӗн пурӑнӑҫне юратмасть, ҫав ӑна ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫ валли упраса хӑварӗ.
Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.