34 «Эпӗ ҫӗр ҫине канӑҫлӑх кӳме килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ канӑҫлӑх мар, хӗҫ кӳме килнӗ.
Анчах та ӗненмен иудейсем урӑх халӑх ҫыннисене вӑрҫтарса ярса ӗненекен тӑвансене хирӗҫ тӑратнӑ.
Ҫав хушӑра хула халӑхӗ икке пайланса кайнӑ: пӗрисем – иудейсем майлӑ, теприсем апостолсем майлӑ пулнӑ.
Ҫакна илтсен иудейсем пӗр-пӗринпе тавлаша-тавлаша тухса кайнӑ.
Вара тепӗр ут, ҫӳрен-хӗрлӗскер, тухрӗ. Юланутҫине, ҫынсем пӗр-пӗрне вӗлерччӗр тесе, ҫӗр ҫинчи канӑҫлӑха илме ирӗк тата пысӑк хӗҫ панӑ.