28 Ӳт-пӗве пӗтерекенсенчен ан хӑрӑр, вӗсем чуна пӗтереймӗҫ. Хӑрасса вара ӳт-пӗве те, чуна та тамӑкра пӗтерме пултараканран хӑрӑр.
«Ҫапла вара, хӑвӑра хирӗҫ ҫынсенчен ан хӑрӑр: пытарса хӑварни те ҫиеле тухатех, вӑрттӑнни те паллӑ пулатех.
Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ.
Ырӑ тунисем ӗмӗрлӗх пурӑнма чӗрӗлӗҫ, усал тунисем айӑплав илме чӗрӗлӗҫ.
«Мӗн тӑватӑр эсир? Мӗншӗн йӗрсе чӗреме ҫуратӑр? – терӗ пире Павел. – Эпӗ Иисус Хуҫамӑр ячӗшӗн Иерусалимра хама ҫыхса пӑрахтарма кӑна мар, вилме те хатӗр».
Чӗрӗ Турӑ аллине лекесси епле хӑрушӑ!
Вилнисене, чӗртсе тӑратса, хӗрарӑмсене тавӑрса панӑ. Хӑшӗ-пӗрисем, Турӑшӑн вилмеллех асап курнисем, лайӑхрах пурӑнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑрас тесе, сӗннӗ ирӗклӗхе те йышӑнман.
Анчах та ҫынсене Саккун паракан та, Судья та пӗр Ҫавах: Вӑл ҫӑлма та, пӗтерме те пултарать. Ҫывӑх ҫыннуна айӑпламашкӑн эсӗ кам вара?
Енчен те тӗрӗслӗхшӗн хур куратӑр пулсан, эсир телейлӗ. Усал тӑвакансенчен ан шикленӗр, ан хӑрӑр.
Хӑвна тӳсме лекессинчен нимӗнрен те ан хӑра. Акӑ, сире тӗрӗслесе пӑхас тесе, сирӗнтен хӑшне-пӗрне шуйттан тӗрмене хуптарӗ, унта эсир пӗр вунӑ кун тертленӗр. Вилмелле пулсан та, ӗненӳпех вил, вара Эпӗ сана пурӑнӑҫ пуҫ кӑшӑлне тӑхӑнтартӑп.