27 Эпӗ сире тӗттӗмре каланине эсир ҫутӑра калӑр, хӑлхаран каланине ял илтмелле пӗлтерӗр.
Кил хушшинчи ҫын япала таврашӗ илес тесе пӳрте кӗрсе-туса ан тӑтӑр.
Ҫавӑнпа эсир тӗттӗмре мӗн каланине ҫутӑ ҫӗрте илтӗҫ. Шалти пӳлӗмре хӑлхаран каланине те ял илтмелле кӑшкӑрӗҫ».
Иисус вӗсене ҫапла каланӑ: «Сире Турӑ Патшалӑхӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме панӑ. Ыттисене, пӗлме паманнисене, Эпӗ ытарлӑн калатӑп, ӗнтӗ вӗсем пӑхсан та курмаҫҫӗ, илтсен те ӑнланмаҫҫӗ».
«Ҫакна Эпӗ сире ӗненӳре ан иккӗленччӗр тесе каларӑм.
Чӑнлӑх ҫулне эсир чӑнлӑх Сывлӑшӗ килсен ҫеҫ тупӑр. Мӗншӗн тесен Вӑл Хӑй ячӗпе мар, мӗн илтнине калӗ, пуласлӑх ҫинчен пӗлтерӗ.
«Халиччен Эпӗ сире ытарлӑн калаттӑм. Аттем ҫинчен уҫҫӑн калас вӑхӑт, ытарлӑхсем калама пӑрахас вӑхӑт ҫитсе пырать ӗнтӗ.
«Акӑ Эсӗ халӗ ытарлӑн мар, уҫҫӑн калатӑн, – тенӗ Иисуса вӗренекенӗсем.
Ҫапла вара, вӑл иудейсемпе тата Турра хисеплекен ытти ҫынсемпе синагогӑра калаҫнӑ. Тата Павел кунсеренех пасар вырӑнӗнче тӗл пулакансемпе те калаҫнӑ.
«Турӑ Ҫуртне кайӑр та халӑха ҫак чӗрӗлӗх сӑмахӗсене татах вӗрентӗр».
«Ҫав Ҫын ячӗпе вӗрентсе ан ҫӳрӗр тесе сире ҫирӗппӗнех асӑрхаттармарӑмӑр-и? Эсир вара хӑвӑр вӗрентӗвӗре пӗтӗм Иерусалимӗпе сарса ятӑр, Ҫав Ҫын вилнишӗн те пире айӑплас тетӗр».
Ҫавнашкал шанчӑк пуртан эпир уҫҫӑн та хӑюллӑн калаҫатпӑр.