Матфей 10:2 - Синодальный НЗ2 Вун икӗ апостолӑн ячӗсем ҫаксем: пирвайхи – Петр текен Симон, унӑн шӑллӗ Андрей, Зеведей Иаковӗпе унӑн шӑллӗ Иоанн, အခန်းကိုကြည့်ပါ။ |
Иисус Христос апостолӗнчен Петртан – Понт, Галати, Каппадоки, Аси, Вифини тӑрӑхӗнче сапаланса кайнисене, ытти ӗненекенсем пекех ҫак тӗнчешӗн юттисене. Иисус Христоса пӑхӑнмашкӑн, Унӑн Юнӗпе тасатмашкӑн сире Атте Турӑ чӑн малтанах палӑртса хунӑ, Сывлӑшпа сӑваплатса суйласа илнӗ. Сире пурне те Турӑ ырӑлӑхӗпе канӑҫлӑхӗ тата ытларах пултӑр.