19 Сире суда тытса парсан мӗн каласси, мӗнле каласси пирки ан кулянӑр, сирӗн калас сӑмахӑр ҫав самантра чӗлхе ҫинчех пулӗ.
Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ.
«Ҫавӑнпа та сире калатӑп: чуна усрамалӑх ӗҫме-ҫиме пирки те, кӗлеткене тӑхӑнмалӑх тумтир пирки те ан кулянӑр. Чун – апат-ҫимӗҫрен, кӗлетке – тумтиртен пахарах мар-им вара?
Ҫапла вара, „мӗн ҫиес“, „мӗн ӗҫес“, „мӗн тӑхӑнас“ тесе ан кулянӑр.
Ҫапла ӗнтӗ ыранхи куншӑн ан кулянӑр, тӑрӑшмалли ыран та тупӑнӗ, кунсерен ӗҫ-пуҫ тупӑнсах пырать».
Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр,
мӗншӗн тесен ҫав самантра мӗн каламаллине сире Святой Сывлӑш вӗрентӗ».
Анчах та Стефан ӑслӑ калаҫнӑран вӗсем ӑна ҫӗнтереймен, мӗншӗн тесен Стефана Святой Сывлӑш Хӑй мӗн каламаллине пӗлтерсех тӑнӑ.
Нимшӗн те ан кулянӑр. Енчен те сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан Турра тав туса кӗлтӑвӑр, тархаслӑр, шухӑш-кӑмӑлӑра уҫса парӑр.
Ырӑ Хыпара манӑн пӗлтерсе ҫитермелле пултӑр тесе, ытти халӑхсем пурте ҫавна илтме пултарччӑр тесе, мана Хуҫа Турӑ пӑрахмарӗ, вӑй пачӗ. Ҫапла вара эпӗ хама арӑслансене пӑрахса парасран хӑтӑлса юлтӑм.
Ӑс ҫитейменни ӑна Турӑран тархасласа ыйттӑр – Турӑ паратех. Памаллине Турӑ пурне те ҫӑмӑллӑн, ӳпкевсӗр парать.