Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 10:17 - Синодальный НЗ

17 Ҫынсенчен сыхланӑр, мӗншӗн тесен вӗсем сире судпа айӑплама тытса парӗҫ, хӑйсен синагогисенче хӗнӗҫ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 10:17
26 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вара сире Мана пула пуҫлӑхсемпе патшасем патне илсе кайӗҫ. Вӗсем умӗнче тата урӑх халӑх ҫыннисем умӗнче сирӗн Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермелле пулӗ.


Унтан Этем Ывӑлне урӑх халӑх ҫыннисен аллине мӑшкӑл кӑтартма, чӗн пушӑпа хӗнеме, пӑталама тытса парӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунне Вӑл вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрӗ».


Ӗнтӗ Эпӗ сирӗн патӑра пророксене, ӑсчахсене, вӗрентекенсене яратӑп. Эсир вӗсенчен хӑшне-пӗрне вӗлерӗр, пӑталӑр; хӑшне-пӗрне хӑвӑр синагогӑсенче чӗн пушӑпа ҫаптарӑр, хуларан хулана тарса ҫӳремеллех хӗсӗрлӗр.


Аслӑ священниксемпе ятлӑ-сумлӑ ҫынсем тата синедрионра ларакан ытти ҫынсем, Иисуса вӗлерттерес тесе, Ӑна судра айӑпламалли суя сӑлтав шыранӑ.


Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ.


Тӑванӗ – тӑванне, ашшӗ ачисене вӗлерме тытса парӗ. Ачи-пӑчисем ашшӗ-амӑшне хирӗҫ кайӗҫ, вӗсене вилӗм кӳрӗҫ.


Эсир вара хӑвӑра хӑвӑр сыхланса пурӑнӑр! Сире суд тума тытса парӗҫ, синагогӑсенче хӗнӗҫ. Мана пула сире пуҫлӑхсемпе патшасем умне Ман ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн тӑратӗҫ.


Сире айӑплама синагогӑсене, пуҫлӑхсемпе влаҫсем патне илсе пырсан, епле хуравлас, мӗн тавӑрса калас тесе ан кулянӑр,


Вара аслӑ священниксемпе фарисейсем хӑйсен канашне пухнӑ. «Мӗскер тумалла-ши? – канашланӑ вӗсем. – Ку Ҫын нумай хӑват кӑтартать.


Сире синагогӑсенчен хӑваласа кӑларӗҫ. Турра юрӑхлӑ ӗҫ тӑватпӑр тесе шухӑшласах сире вӗлерӗҫ. Ҫав вӑхӑт ҫывхарать те ӗнтӗ.


Вара ӗненекен тӑвансем Павела тинӗс хӗрринелле каякан ҫулпа ҫийӗнчех леҫсе янӑ. Силӑпа Тимофей ҫавӑнтах юлнӑ.


„Турӑҫӑм! – терӗм вара эпӗ. – Сана ӗненекенсене эпӗ тӗрмене хуптарнине, синагогӑсенче епле хӗненине вӗсем пӗлсе тӑраҫҫӗ-ҫке.


Эпӗ вӗсене синагогӑран синагогӑна ҫӳресе асаплантараттӑм, Иисуса хурлама ирӗксӗрлеттӗм. Ӗненекенсем ҫине ҫиллӗм тулса ҫитнипе эпӗ вӗсене ытти хуласене кайса та хӗсӗрлеттӗм.


Вара унран Дамаскри синагогӑсенче кӑтартма ҫырусем ыйтса илнӗ. Ҫав ҫырусем Савла Иисус вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн каякансене, арҫынӗсемпе хӗрарӑмӗсене те, йӗрлесе тупма, вӗсене сӑнчӑрласа Иерусалима илсе пыма ирӗк панӑ.


Йытӑлла ҫынсенчен, ӗненӗве сиен кӳрекенсенчен, ӳт кастарассинчен асӑрханӑр.


Эсӗ те унран асӑрхан, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн вӗрентӗве питӗ хирӗҫчӗ.


Теприсене тата мӑшкӑлланӑ, хӗненӗ, сӑнчӑрласа тӗрмене хупнӑ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ