7 Соломон ачи – Ровоам, Ровоам ачи – Авия, Авия ачи Аса пулнӑ;
Аса ачи – Иосафат, Иосафат ачи – Иорам, Иорам ачи Озия пулнӑ;
Иудея ҫӗрӗнче Ирод патшара ларнӑ чух пӗр Захария ятлӑ священник пурӑннӑ, вӑл Авий ушкӑнӗнчи священниксен черечӗпе Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫленӗ. Унӑн арӑмӗ те, Елисавета, Аарон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер пулнӑ.