22 Ҫак ӗҫсем Хуҫа Турӑ пророк урлӑ калани пурнӑҫланмашкӑн пулса иртнӗ, пророк ҫапла каланӑ пулнӑ:
Вӑл ҫапла Исаия пророк урлӑ Турӑ каланӑ ҫак сӑмахсем пурнӑҫланччӑр тесе тунӑ:
анчах та унӑн чун-чӗри тымарсӑр та иккӗленчӗк. Сӑмахшӑн хӗн кӑтартма е хӗсӗрлеме тытӑнсан, вӑл тӳрех ӗненӳрен пӑрӑнать.
Вӑл пророк урлӑ Турӑ калани пурнӑҫлантӑр тесе ҫакнашкал вӗрентнӗ. «Ҫӑварӑма ытарлӑн калама уҫӑп та тӗнче пуҫланнӑранпах пытарӑнса тӑнине каласа пӗлтерӗп», – тенӗ пулнӑ пророк.
вара Ирод виличченех унта пурӑннӑ. Ҫапла Хуҫа Турӑ пророк урлӑ: «Ывӑлӑма Эпӗ Египетран чӗнсе илтӗм», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
Унта вӑл хӑйӗн ҫемйипе Назарет ятлӑ хулара пурӑнма пуҫланӑ. Ҫапла Турӑ пророксем урлӑ: «Турӑ Суйласа илнине Назорей тейӗҫ», – тесе калани пурнӑҫланнӑ.
«Эпӗ пророксен сӑмахӗсене е Моисей саккунне пӑсма килнӗ тесе ан шухӑшлӑр. Эпӗ пӑсма килмен, туса ҫитерме килнӗ.
Ҫапла Турӑ Исаия пророк урлӑ калани пурнӑҫланнӑ. Пророк ҫапла каланӑ пулнӑ: «Вӑл пирӗн халсӑрлӑха тата чир-чӗре илсе кайрӗ».
Мӗншӗн тесен ҫак кунсем – тавӑру кунӗсем, вӗсем пирки Ҫырнинче мӗн калани йӑлтах пурнӑҫланӗ.
Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ».
– Саккун кӗнекинче Турӑ сӑмахне итлекенсене те турӑ тенӗ. Ҫырнине хирӗҫлесе калама вара юрамасть.
Вӗсен саккунӗнче „Мана сӑлтавсӑрах кураймаҫҫӗ“ тесе ҫырни пурнӑҫланма ҫапла пулмалла та.
Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗнчере чухне Эсӗ панисенчен пӗри те вилмерӗ. Ҫырнинчи пурнӑҫлантӑр тесе, пӗтеслӗх ывӑлӗсӗр пуҫне, ыттисене Эпӗ пурне те Санӑн ятупа упраса хӑвартӑм.
Ҫапла майпа „Эсӗ Мана панисене Эпӗ пурне те упраса хӑвартӑм“ тесе маларах калани пурнӑҫланнӑ.
Христосӑн асап тӳсмелле пулнине Турӑ Хӑйӗн мӗн пур пророкӗсем урлӑ малтанах пӗлтернӗ, Вӑл ҫавна пурнӑҫларӗ те.
Ҫав Ырӑ Хыпара таса ҫырусенче Турӑ Хӑйӗн пророкӗсем урлӑ малтанах шантарнӑ.
Мӗншӗн тесен Турӑ вунӑ мӑйракана – ҫав вунӑ патшана – Хӑйӗн ирӗкне тутарӗ: Турӑ сӑмахӗ пурнӑҫланиччен вӗсен тискер кайӑка пуҫ пулма ирӗк памалла.