Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 1:20 - Синодальный НЗ

20 Анчах та вӑл ҫапла шухӑшласанах ӑна тӗлӗкре Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ курӑннӑ. «Давид патша йӑхӗнчи Иосиф, – тенӗ Турӑ ангелӗ, – эсӗ арӑмна, Марияна, ху патна илме ан хӑра, Вӑл Святой Сывлӑш хӑвачӗпе йывӑр ҫын пулнӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 1:20
38 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.


Каярахпа Турӑ вӗсене тӗлӗк кӑтартса Ирод патне тавӑрӑнма юраманни ҫинчен пӗлтернӗ. Вара ӑсчахсем хӑйсен ҫӗрне урӑх ҫулпа тавӑрӑннӑ.


Ӑсчахсем кайсан Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса ҫапла каланӑ: «Тӑр та пӗчӗк Ачапа Амӑшне илсе Египет ҫӗр-шывне тар. Эпӗ систериччен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен Ирод пӗчӗк Ачана шыраса тупса вӗлерттересшӗн».


Ирод вилсен вара Египетра Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑннӑ та


Анчах та Иудейӑра Ирод ывӑлӗ Архелай ашшӗ вырӑнӗнче патшара ларнине пӗлсен Иосиф унта тавӑрӑнма шикленнӗ. Вара, Турӑ хӑйне тӗлӗкре пӗлтернине итлесе, Галилейӑна кайнӑ.


Тата вӑл суд тумалли вырӑнта ларнӑ чухне арӑмӗ ун патне пӗр ҫынна ҫапла калама хушса янӑ пулнӑ: «Ҫав Айӑпсӑрскерне нимӗн те ан ту! Эпӗ кӗҫӗр тӗлӗкре Уншӑн хытӑ асаплантӑм».


«Ан хӑрӑр, – тенӗ вара ангел хӗрарӑмсене, – пӑталанӑ Иисуса эсир шыранине пӗлетӗп.


Ангел ӑна каланӑ: «Эпӗ – Турӑ умӗнче тӑракан Гавриил. Мана сан патна ҫак ырӑ хыпара пӗлтерме янӑ.


Иосифӑн, Давид йӑхӗнчен пулнӑран, Галилейӑри Назарет хулинчен Иудейӑри Вифлеема, тахҫан Давид ҫуралнӑ хулана, каймалла пулнӑ.


Анчах та Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ ҫӗрле тӗрме алӑкӗсене уҫнӑ та апостолсене илсе тухса ҫапла каланӑ:


Ӗнтӗ савӑнса хӗпӗртер те Ӑна мухтар, мӗншӗн тесен Путекӗн туйӗ ҫитрӗ. Ӗнтӗ ҫураҫнӑ хӗрӗ те капӑрланса хатӗрленчӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ