19 Унӑн пулас упӑшки Иосиф тӳрӗ пурӑнакан ҫын пулнӑ. Вӑл, Мариян ятне ярас мар тесе, сас-хура кӑлармасӑр Ӑна пӑрахма шут тытнӑ.
«Уйӑрӑлу хучӗ ҫырса парсан уйӑрӑлма Моисей ирӗк панӑ», – тенӗ вӗсем.
мӗншӗн тесен Ирод Иоанран хӑранӑ. Иоанн тӳрӗ, сӑваплӑ ҫын иккенне пӗлсе Ирод ӑна кӳрентерме паман, хӑйӗн ӗҫӗсене те нумайӑшне Иоанн каланӑ пек тунӑ, унӑн сӑмахӗсене кӑмӑлласах итленӗ.
Ҫав вӑхӑтра Иерусалим хулинче тӳрӗ пурӑнакан, Турра пит хисеплекен Симеон ятлӑ пӗр ҫын пурӑннӑ. Ун ҫинче Святой Сывлӑш пулнӑ, Симеон Израиль халӑхне ҫӑлӑнӑҫ килессе кӗтнӗ.
Лешсем вара ҫапла каланӑ: «Ырӑ ӗҫсем туса, Турӑран хӑраса пурӑнакан, пӗтӗм Иудея халӑхӗ сума сӑвакан ҫӗрпӗве, Корнилие, святой ангел курӑннӑ. Ҫав ангел сана Корнилий патне чӗнсе пыма, санӑн сӑмахна итлеме хушнӑ».
Тул ҫутӑлчӗ. Чылай сӑнарӗҫ пулин те, матроссем хамӑр хӑш тӗлтине калаймарӗҫ. Вӗсем пӗр сӗвек ҫыранлӑ тинӗс пырне асӑрхарӗҫ, май пулсан, ҫавӑнта караппа пырса чарӑнма шут тытрӗҫ.
Ҫакна ҫирӗп шанса, сире тепӗр хут чун-чӗм пархатарӗ парас тесе эпӗ сирӗн патӑра маларах пырасшӑнччӗ.