18 Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.
Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ.
Иисус халӑха ҫак сӑмахсене каласа тӑнӑ вӑхӑтра Унӑн Амӑшӗпе тӑванӗсем Унпа калаҫасшӑн тулта кӗтсе тӑнӑ.
Вара пӳрте кӗнӗ те пӗчӗк Ачапа Унӑн Амӑшне Марияна курнӑ. Вӗсем Ачана чӗркуҫленсех пуҫҫапнӑ, унтан хутаҫӗсенчен кӑларса Ӑна ылтӑн, ладан, смирна парнеленӗ.
Ҫапла Иосиф хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗпе Марияпа пӗрле ят ҫыртарма кайнӑ. Мария ун чухне йывӑр ҫын пулнӑ.
Ҫавӑнпа та Христос, тӗнчене килсе, ҫапла калать: «Ахаль парне те, пусса панӑ парне те Сана кирлӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа Эсӗ Мана ӳт-пӳллӗ турӑн.
Пирӗн Аслӑ священник ҫавнашкал пулмалла та: таса, ҫылӑхсӑр, ҫитменлӗхсӗр. Ӑна, ҫылӑхлисенчен уйӑрса, тӳперен те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.