16 Иаковран Мариян упӑшки Иосиф ҫуралнӑ, Мария вара Христос теекен Иисуса ҫуратнӑ.
Елиудран Елеазар ҫуралнӑ; Елеазар ачи – Матфан, Матфан ачи Иаков пулнӑ;
«Эсӗ – Чӗрӗ Туррӑн Ывӑлӗ, Христос», – тавӑрнӑ вара Петр текен Симон.
Ҫавӑн чухне Вӑл вӗренекенӗсене Хӑй, Иисус, Турӑ Суйласа илни пулнине никама та калама хушман.
Ӑсчахсем кайсан Хуҫа Туррӑмӑрӑн ангелӗ Иосифа тӗлӗкре курӑнса ҫапла каланӑ: «Тӑр та пӗчӗк Ачапа Амӑшне илсе Египет ҫӗр-шывне тар. Эпӗ систериччен ҫавӑнтах пурӑн, мӗншӗн тесен Ирод пӗчӗк Ачана шыраса тупса вӗлерттересшӗн».
Хӑйӗн керменӗ умӗнче халӑх пухӑнсан Пилат ҫынсене ҫапла каланӑ: «Эсир манран хӑшне ирӗке кӑларма ыйтатӑр: Вараввӑна е Турӑ Суйласа илни текен Иисуса?»
«Турӑ Суйласа илни текен Иисуса вара манӑн мӗн тумалла?» – тенӗ вӗсене Пилат. «Пӑталаттармалла!» – тенӗ пурте.
Платник ҫеҫ мар-им вара Вӑл? Вӑл Мария ывӑлӗ, Иаковпа Иосийӑн, Иудӑпа Симонӑн тӑванӗ кӑна-иҫ! Унӑн аппӑшӗсем те кунтах, хамӑр хушшӑмӑртах мар-им вара?» Ҫапла вӗсем Унӑн сӑмахӗсене ӗненесшӗн пулман.
Давид йӑхӗнчи Иосиф валли ҫураҫнӑ Хӗр патне янӑ. Ҫав Хӗр Мария ятлӑ пулнӑ.
Иисуса унта курсан Иосифпа Мария питӗ тӗлӗнсе кайнӑ. Вара Амӑшӗ Унран ҫапла ыйтнӑ: «Ывӑлӑм, мӗншӗн Эсӗ капла хӑтлантӑн? Аҫупа иксӗмӗр Сана шыраса йӑлт кулянса пӗтрӗмӗр».
Вара Мария Хӑйӗн пӗртен-пӗр Ывӑлне ҫуратнӑ. Хӑна ҫуртӗнче вырӑн пулманран Вӑл Ӑна, чӗркесе, выльӑх-чӗрлӗхе апат памалли сырӑша вырттарнӑ.
Хӑйӗн ӗҫне пуҫланӑ чух Иисус пӗр вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ. Ҫынсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Вӑл Иосиф ывӑлӗ, Илия мӑнукӗ пулнӑ. Унӑн ытти мӑн аслашшӗсем:
Вара вӗсем пурте Иисус каланипе килӗшнӗ, Унӑн ҫӑварӗнчен тухакан ырӑлӑх сӑмахӗсенчен тӗлӗннӗ. «Иосиф ывӑлӗ мар-и вара Ку?» – тесе калаҫнӑ вӗсем.
Хӗрарӑм Ӑна: «Мессия, тепӗр майлӑ каласан Христос, килессине, килсен пире йӑлтах каласа пӗлтерессине пӗлетӗп-ха эпӗ», – тенӗ.