11 Иосия ачи – Иоаким; Израиль халӑхне Вавилона куҫарса каяс умӗн Иоакимран Иехонияпа унӑн пӗртӑванӗсем ҫуралнӑ.
Вавилона куҫарса кайнӑ хыҫҫӑн Иехонияран Салафииль ҫуралнӑ; Салафииль ачи Зоровавель пулнӑ;
Ҫапла вара Авраамран пуҫласа Давида ҫитиччен пурӗ вун тӑватӑ сыпӑк. Давидран пуҫласа Вавилона куҫарса кайиччен те вун тӑватӑ сыпӑк. Вавилона куҫнинчен пуҫласа Христос ҫураличчен те вун тӑватӑ сыпӑк.