Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Матфей 1:1 - Синодальный НЗ

1 Авраампа Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ Иисус Христосӑн йӑх-несӗл тымарӗ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Матфей 1:1
39 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Иисус Христос ҫурални вара акӑ ҫапла пулса иртнӗ: Иисус Амӑшне, Марияна, Иосиф валли ҫураҫсан, вӗсем пӗрле пурӑнма пуҫличченех, Святой Сывлӑш хӑвачӗпе Мариян ҫие юлнӑ.


Авраам ачи Исаак пулнӑ; Исаак ачи – Иаков; Иаков ачисем Иудӑпа унӑн пӗртӑванӗсем пулнӑ;


Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.


Иоанн шыва кӗртнӗ хыҫҫӑнах Иисус ҫырана тухнӑ. Акӑ ӗнтӗ Ун тӗлӗнче тӳпе уҫӑлса кайнӑ та, Иоанн Турӑ Сывлӑшӗ Иисус ҫине кӑвакарчӑн пек курӑнса аннине асӑрханӑ.


Иисус унтан кайнӑ чух икӗ суккӑр ҫын Ун хыҫҫӑн: «Эй, Давид йӑхӗнчи Иисус, хӗрхенсем пире!» – тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра пынӑ.


Вӑл ӗмӗр-ӗмӗр Иаков йӑхӗн Патши пулӗ, Унӑн Патшалӑхӗ нихӑҫан та пӗтмӗ».


Христос Давид йӑхӗнчен, Давид ҫуралнӑ Вифлеемран килмелле темен-им Ҫырнинче?»


Ӗнтӗ пророк пулнӑ пирки вӑл Турӑ тупа тусах престол ҫине хӑйӗн йӑхӗнчен Суйласа илнине лартма сӑмах панине пӗлсе тӑнӑ.


Ырӑ Хыпар Турӑ Ывӑлӗ ҫинчен пӗлтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен Вӑл Давид йӑхӗнчен ҫуралнӑ.


Авраама тата унӑн йӑхне тӗнче еткерҫисем пулмашкӑн саккун урлӑ мар, ӗненсе тӳрре тухнӑшӑн сӑмах парса шантарнӑ.


Израиль ӑрӑвӗнченех паллӑ мӑн асаттемӗрсем тухнӑ. Ӗмӗр-ӗмӗр мухтавлӑ Христос та ҫуралнӑ тӑрӑх вӗсен хушшинченех. Вӑл – аслӑран та аслӑ Турӑ. Аминь.


Авраампа унӑн йӑхне вара Турӑ Хӑй сӑмах парса шантарнӑ. Асӑрхӑр: Вӑл нумай ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмна» темен, пӗр ҫын ҫинчен каланӑ пек «санӑн тӑхӑмунти Пӗрне» тенӗ. Ҫав Пӗри вӑл Христос.


Мӗншӗн тесен Турӑ пӗрре, этемпе Турӑ хушшинче Тӑраканни те – Иисус Христос ҫын – пӗрре.


Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑнӑ Иисус Христос Хуҫамӑра, Давид йӑхӗнчен тухнӑскере, яланах асра тыт. Эпӗ пӗлтерекен Ырӑ Хыпар – Ун ҫинчен.


«Эпӗ, Иисус, сире ҫакна чиркӳсенче ҫирӗплетсе пӗлтермешкӗн Хамӑн ангелӑма ятӑм. Эпӗ – Давид ӑрӑвӗн никӗсӗ тата тӑхӑмӗ, ирхи ҫутӑ ҫӑлтӑр».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ