Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 9:9 - Синодальный НЗ

9 Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 9:9
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Вӑл тавлашса, кӑшкӑрашса ҫӳремӗ, никам та Ун сассине урамра илтеймӗ.


Иона кит ӑшӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулнӑ пек, Этем Ывӑлӗ те ҫӗр айӗнче виҫӗ кун та виҫӗ каҫ пулӗ.


Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.


«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир.


«Асту, сывални ҫинчен никама та ан кала, – тенӗ ӑна Иисус. – Хӑвна священника кайса кӑтарт та Моисей Турра кӳме хушнӑ парнене кӳр. Ҫакӑ ху сывалнине пӗлтерни пулать те».


Ҫак ӗҫ пирки никам та ан пӗлтӗр тесе Иисус вӗсене ҫирӗппӗн каласах чарнӑ. Вара хӗре ҫимелли пама хушнӑ.


Иисус ҫынсене ҫак ӗҫ пирки никама та калама хушман. Анчах чарнӑҫемӗн вӗсем ытларах та ытларах калаҫса ҫӳренӗ.


Вӗсем хушнине итленӗ: ҫын ҫине сӑмах кӑларман. Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси тени мӗне пӗлтерет-ши тесе кӑна пӗр-пӗринпе калаҫнӑ.


Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла йӑпӑр-япӑр пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.


вара вӗсене каланӑ: «Ҫырнинчи пекех, Христосӑн ҫапла асап курмаллаччӗ, виҫҫӗмӗш кунне вилӗмрен чӗрӗлсе тӑмаллаччӗ.


Ҫав сасӑ шӑплансан Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ