8 Вӗренекенӗсем йӗри-тавралла йӑпӑр-япӑр пӑхкаланӑ, анчах та Иисуссӑр пуҫне урӑх никама та курман.
Сасартӑк вӗсене пӗлӗт пырса хупӑрласа илнӗ, пӗлӗт ҫинчен вара: «Ҫакӑ Манӑн савнӑ Ывӑлӑм, Ӑна итлӗр!» – текен сасӑ илтӗннӗ.
Ту ҫинчен аннӑ чухне вара Иисус вӗсене мӗн курни ҫинчен Этем Ывӑлӗ вилӗмрен чӗрӗлсе тӑриччен никама та калама хушман.
Тинех вӗсен куҫӗсем уҫӑлнӑ, тинех вӗсем Ӑна палласа илнӗ, анчах та Иисус вӗсен куҫне курӑнми пулнӑ.
Ҫав сасӑ шӑплансан Иисус каллех пӗчченех юлнӑ. Вӗренекенӗсем вара хӑйсем мӗн курни ҫинчен ҫав кунсенче никама та каламан.
Ҫапла виҫӗ хутчен пулнӑ, унтан ҫав япала каллех тӳпене ҫӗкленнӗ.