Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 9:50 - Синодальный НЗ

50 Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине эсир епле тавӑрӑр? Чун-чӗрӗрте ӗненӳ тӑварӗ пултӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 9:50
28 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эсир – тӗнче тӑварӗ. Тӑвар хӑй хӑватне ҫухатсан, епле ӑна тӑварлӑ тӑвӑн? Вӑл ӗнтӗ ниме юрӑхсӑр, ӑна ҫын ури айӗнче таптанма кӑна кӑларса тӑкмалла.


Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул тӑршшӗпех хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ пулнӑ.


Турра кӳмелли кирек епле выльӑх-чӗрлӗхе те тӑварпа тӑварланӑ пекех кашниннех вутпа тӑварланмалла пулӗ.


Май пур пулсан пуринпе те ҫураҫуллӑн пурӑнӑр.


Эй, тӑвансем! Ҫыру вӗҫӗнче ҫакна калам: савӑнӑр, чун-чӗмпе пахаланӑр, пӗр-пӗрне хастарлатӑр, пӗр шухӑшлӑ пулса, килӗштерсе пурӑнӑр. Вара юратулӑхпа канӑҫлӑх Турри сирӗнпе пулӗ.


Чун-чӗм ҫимӗҫӗсем вара ҫаксем: юратулӑх, савӑнӑҫ, канӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, тивлетлӗх, ыркӑмӑллӑх, ӗненӳ,


Чӗлхе-ҫӑварӑртан пӗр юрӑхсӑр сӑмах та ан тухтӑр, ӗненме ӳкӗтлекен ырӑ сӑмах кӑна тухтӑр. Ҫав сӑмах итлекене ырӑлӑх кӳтӗр.


Христосӑн Ырӑ Хыпарне тивӗҫлӗ пурӑнӑр кӑна. Сирӗн патӑра ҫитсе курайӑп-и, кураймӑп-и – анчах та сирӗн ҫинчен: вӗсем пӗр шухӑшлӑн пурӑнаҫҫӗ, Ырӑ Хыпар ӗненӗвӗшӗн пӗр кӑмӑллӑн кӗрешеҫҫӗ тенине илтеесчӗ.


Ҫапла вара, эсир Турӑ суйласа илнисем пулсассӑн, Унӑн сӑваплӑ та юратнӑ ҫыннисем пулсассӑн, ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнӑр. Ҫӗнни тени ҫакӑ пултӑр: хӗрхенӳ, ырӑлӑх, лӑпкӑлӑх, йӑвашлӑх, тӳсӗмлӗх.


Кашнинех кирлӗ пек хурав памашкӑн сӑмахӑр яланах кӑмӑллӑ та вырӑнлӑ пултӑр.


Вӗсене ӗҫӗсемшӗн юратӑр, пысӑка хурса хисеплӗр. Пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр.


Яш ӗмӗрӗн ҫылӑхлӑ шухӑшӗсенчен тар. Хуҫа Турӑ ятне таса чун-чӗрепе асӑнакансемпе пӗрле эсӗ тӳрӗлӗх, ӗненӳ, юратулӑх, канӑҫлӑх патне ӑнтӑл.


Ҫынсемпе килӗштерсе, сӑваплӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Сӑвапсӑр пурӑнсан Хуҫа Туррӑмӑра кураймӑр.


Мӗншӗн тесен ҫилӗ этеме Турӑ тӳрӗлӗхӗнчен пӑрса ярать.


Тата ҫакна каламалла: пӗр шухӑш-туйӑмлӑ пулӑр, ӗненекен тӑванӑрсене юратӑр, хӗрхенӳллӗ, вашаватлӑ, сӑпайлӑ пулӑр.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ