47 Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен Турӑ Патшалӑхне хӑрах куҫлӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Сана куҫу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна чавса кӑларса пӑрах та ывӑтса яр: икӗ куҫупа тамӑк вутне пӑрахнинчен хӑрах куҫупа ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗни саншӑн лайӑхрах».
Эпӗ вара сире калатӑп: хӑй тӑванне сӑлтавсӑр ҫилленекен кашни ҫынах суда тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ухмах“ тет, ҫав синедрион судне тивӗҫлӗ. Кам хӑй тӑванне „ирсӗр“ тет, ҫав тамӑк вутне тивӗҫлӗ.
Сана аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа чӑлаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест.
«Кам хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, арӑмне, ачисене, пӗртӑванӗсене е хӑйӗн пӗртен-пӗр пурӑнӑҫне Манран мала хурать, вӑл Ман вӗренекенӗм пулма пултараймӗ.
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана, – тенӗ ӑна хирӗҫ Иисус. – Ҫӳлтен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кураймӗ».
«Чӑн-чӑнах калатӑп сана: шывран тата Турӑ Сывлӑшӗнчен ҫуралманни Турӑ Патшалӑхне кӗреймӗ, – хуравланӑ Иисус.
Ун чухнехи телейӗр ӑҫта кайса кӗчӗ халӗ? Ҫакна ҫирӗплетсех калатӑп: ун чухне эсир, кирлӗ пулсан, мана куҫӑрсене кӑларса пама та хатӗрччӗ!