44 Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест.
Унтан сулахай енчисене ҫапла калӗ: „Эй, ылханлӑскерсем! Шуйттанпа ӑна пулӑшаканӗсем валли хатӗрлесе хунӑ сӳнми тамӑк вутне кайӑр Ман патӑмран!
Кусем вара ӗмӗрлӗх асапа кайӗҫ, сӑваплисем ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа кӗрӗҫ».
Кӗреҫи те Унӑн Хӑйӗн аллинчех. Вӑл йӗтемӗнчи туллине сӑвӑрса тасатӗ те ӑна Хӑйӗн кӗлетне пухса хурӗ, арпи-улӑмне вара сӳнми вутра ҫунтарса ярӗ».
Сана аллу ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ аллупа тамӑка, сӳнми вута кӗриччен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа чӑлаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Сана уру ҫылӑх тума илӗртет пулсан, ӑна касса пӑрах: икӗ урупа тамӑка, сӳнми вута пӑрахнинчен ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫа уксаххӑн кӗни саншӑн лайӑхрах.
Унта, тамӑкра, вӗсене ҫиекен хурчӗ те вилмест, ҫунтаракан вучӗ те сӳнмест.
Вӗсене Христос Хуҫамӑртан тата Унӑн хӑватлӑ мухтавӗнчен яланлӑхах уйӑрса ӗмӗрлӗх вилӗмпе айӑпланмалла тӑвӗҫ.
ҫавӑн Турӑ тарӑхӑвӗн куркинче хатӗрленӗ Турӑ ҫиллин хаяр эрехне ӗҫме тивӗ. Ӑна святой ангелсемпе Путек куҫӗ умӗнчех вутлӑ кӳкӗрт ӑшӗнче асаплантарӗҫ.
Вӗсене илӗртсе улталанӑ шуйттана вара кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлле, тискер кайӑкпа суя пророка пӑрахнӑ ҫӗрех, ывӑтрӗҫ. Вӗсене кунӗн-ҫӗрӗн, ӗмӗр-ӗмӗрех асаплантарӗҫ.
Камӑн ятне пурӑнӑҫ кӗнекине ҫырса хуман, ҫавна вутлӑ кӳлле пӑрахрӗҫ.
Анчах та хӑракансем те, шанчӑксӑррисем те, ирсӗрсем те, ҫын вӗлерекенсем те, аскӑнсем те, асамҫӑсем те, кӗлеткесене пуҫҫапакансемпе мӗн пур суеҫ таврашӗ те хӑйсен вырӑнне кӳкӗрт ҫунакан вутлӑ кӳлӗре тупӗҫ. Ку – иккӗмӗш вилӗм».