Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 9:4 - Синодальный НЗ

4 Сасартӑк вӗсене Иисуспа калаҫса тӑракан Илияпа Моисей курӑннӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 9:4
15 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Мӗншӗн тесен Иоанн киличчен мӗн пур пророкла каланисене тата Моисей саккунне пӗлтернӗ ӗнтӗ.


Унӑн тумтирӗ юр пек чӑлт шуррӑн ҫуталса тӑнӑ, ҫӗр ҫинчи пӗр шуратакан та унашкал шуратаймасть.


Ҫавӑн чухне Петр Иисуса каланӑ: «Равви! Епле аван пире кунта. Атьӑр виҫӗ хӳшӗ тӑвар: пӗрне – Сан валли, теприне – Моисей валли, тата теприне – Илия валли».


Унтан Иисус вӗсене Моисейран пуҫласа пур пророксем те Ҫырнинче Хӑйӗн пирки мӗн каланине ӑнлантарса панӑ.


Унтан Вӑл вӗренекенӗсене ҫапла каланӑ: «Ман ҫинчен Моисей саккунӗнче, пророксен кӗнекинче, псаломсенче ҫырни пурте пурнӑҫланмалла тесе Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле чухнех каланӑччӗ. Ҫавсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пурнӑҫланчӗҫ».


Вӗренекенӗсем каланӑ: «Пӗрисем Сана Шыва кӗртекен Иоанн теҫҫӗ. Теприсем Илия пророк теҫҫӗ. Хӑшӗ-хӑшӗ тата авалхи пророксенчен пӗри чӗрӗлсе тӑнӑ пулӗ тесе калаҫаҫҫӗ».


Эсир, Ҫырнине тишкерсе вуласа, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пуласса шанатӑр, Ҫырни вара хӑех Ман ҫинчен пӗлтерет.


Вара эпӗ ун ури умне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах та вӑл мана: «Асту, кунашкал ан хӑтлан, – терӗ. – Эпӗ сан пекех, Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерекен тӑванусем пекех, Турӑ чури кӑна. Турра пуҫҫап! Мӗншӗн тесен Иисус ҫинчен ҫирӗплетсе пӗлтерни – пророкла каланин тӗшши пулса тӑрать».


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ