37 «Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать».
«Астӑвӑр, ҫак пӗчӗкскерсем ҫине хисеплемесӗр ан пӑхӑр. Калатӑп сире: вӗсен тӳпери ангелӗсем Ҫӳлти Аттем сӑнне яланах курса тӑраҫҫӗ.
„Чӑн калатӑп сире, – тейӗ вӗсене Патша, – ҫаксене эсир Манӑн пӗр-пӗр кӗҫӗн тӑваншӑн тунӑ, апла ку Маншӑн туниех пулать“.
Вара Вӑл пӗр пӗчӗк ачана вӗсен умне илсе пырса тӑратнӑ. Унтан, ачана ыталаса, вӗренекенӗсене каланӑ:
Сире итлекен Мана итлет, сире йышӑнманни Мана йышӑнмасть. Мана йышӑнман ҫын Мана кунта Яракана йышӑнмасть».
вӗсене ҫапла каланӑ: «Кам ҫак ачана Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, вӑл Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑвакан Мана кунта Яракана йышӑнать. Сирӗнтен кам хӑйне кӗҫӗне хурать, ҫав аслӑ пулӗ».
Эпӗ те, Аттем те – пӗр».
Чӑн-чӑнах калатӑп сире: кам Эпӗ янӑ ҫынна йышӑнать, ҫав Мана хапӑл тӑвать. Кам Мана хапӑл тӑвать, ҫав Мана кунта Яракана йышӑнать».
Турӑ пире Хӑйӗн Святой Сывлӑшне панӑ. Эппин ҫак вӗрентӗве хирӗҫлекен вӑл этеме мар, Турра хирӗҫлет.