36 Вара Вӑл пӗр пӗчӗк ачана вӗсен умне илсе пырса тӑратнӑ. Унтан, ачана ыталаса, вӗренекенӗсене каланӑ:
Иисус пӗр пӗчӗк ачана кӑчӑк туртса чӗннӗ те ӑна вӗсен умне тӑратнӑ.
Унтан Вӑл ачасене ыталанӑ та вӗсем ҫине аллине хурса пилленӗ.
Ларсан Вӑл Вун иккӗшне Хӑй патне чӗнсе илнӗ те ҫапла каланӑ: «Кам пуринчен те аслӑ пулас тет, ҫав пуринчен те кӗҫӗн, пуриншӗн те тарҫӑ пултӑр».
«Кам ҫакнашкал ачасенчен пӗрне Ман ятӑмшӑн хапӑл тӑвать, ҫав Мана йышӑнать. Мана хапӑл тӑваканни Мана ҫеҫ мар, Мана кунта Яракана та йышӑнать».