34 Вӗсем чӗнмен, мӗншӗн тесен ҫул тӑршшӗпех хӑйсенчен хӑшӗ аслӑраххи пирки тавлашса пынӑ пулнӑ.
«Эпир ҫӑкӑр илме маннӑран ҫапла калать пулӗ Вӑл», – тесе шухӑшланӑ вӗренекенӗсем хӑйсен ӑшӗнче.
Тӑвар – ырӑ япала, анчах вӑл хӑватне ҫухатсан унӑн тутине эсир епле тавӑрӑр? Чун-чӗрӗрте ӗненӳ тӑварӗ пултӑр, пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнӑр».
Пӗр-пӗрне тӑванла ӑшшӑн юратӑр, пӗр-пӗрне хисеплеме васкӑр.
Хӑвӑра пӑхма шанса панисем вӗсем сирӗн мар – Туррӑн. Ҫавӑнпа вӗсемпе ан хуҫаланӑр, вӗсемшӗн тӗслӗх пулӑр.
Ӗненекен ушкӑнрисем патне эпӗ ҫыру ҫырса ятӑм, анчах та вӗсен пуҫлӑхӗ Диотреф, хуҫаланма юратаканскер, пире йышӑнмасть.