33 Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаума ҫитнӗ. Пӗр пӳрте кӗрсен Иисус вӗренекенӗсенчен ыйтнӑ: «Ҫул ҫинче эсир пӗр-пӗринпе мӗн ҫинчен калаҫаттӑрччӗ-ха?»
Иисуспа вӗренекенӗсем Капернаумра чухне Петр патне Турӑ Ҫурчӗ валли налук пухакансем пырса каланӑ: «Сирӗн Вӗрентекен налук укҫи тӳлет-и?»
Иисус Хӑйӗн чун-чӗмӗпе вӗсен ӑшри шухӑшӗсене ҫав самантрах пӗлсе ҫапла каланӑ: «Мӗншӗн эсир хӑвӑр ӑшӑрта апла шухӑшлатӑр?
тата Иуда Искариот. Ҫакӑ вара Ӑна сутаканни пулнӑ.
Ӑна ҫын ҫинчен кӑтартса пани кирлӗ пулман, Вӑл Хӑех ҫынна витӗр курса тӑнӑ.
Виҫҫӗмӗш хут унран ыйтнӑ: «Иона ывӑлӗ Симон! Эсӗ Мана юрататӑн-и?» Хӑйӗнчен виҫҫӗмӗш хут ыйтнӑшӑн салхуланса Петр Ӑна ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн. Эпӗ Сана юратнине те пӗлетӗн». Иисус каллех каланӑ: «Манӑн сурӑхӑмсен кӗтӳҫи пул.
Турӑ пултарни Турӑ умӗнче пытарӑнаймӗ; Унӑн куҫӗсем пурне те витӗр курса тӑраҫҫӗ, Унӑн умӗнче пирӗн явап тытмалла.
Эпӗ ун хыҫҫӑн каякансем ҫине вилӗм ярӑп, вара Эпӗ ҫынсен шухӑш-туйӑмне Тӗрӗслекенӗ пулнине пур чиркӳсем те ӑнланӗҫ. Эпӗ сире кашнинех ӗҫӗрсене кура тавӑрса парӑп.