Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 9:31 - Синодальный НЗ

31 Иисус Хӑйӗн вӗренекенӗсене: «Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ, Ӑна вӗлерӗҫ, вӗлерсен виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ», – тесе вӗрентсе каланӑ.

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 9:31
19 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

Ҫавӑнтан вара Иисус вӗренекенӗсене Хӑйӗн Иерусалима каймалли ҫинчен, унта ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксенчен тата саккун вӗрентӳҫисенчен нумай асап курмалла пуласси ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл вӗренекенӗсене Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа ӑнлантарнӑ.


Этем Ывӑлӗ те Хӑйшӗн тӑрӑштарма килмен, Хӑй ҫынсемшӗн тӑрӑшас тесе, нумайӑшне ҫӑлмашкӑн Хӑй чунне тӳлевлӗхе пама килнӗ».


«Тепӗр икӗ кунран пасха уявӗ ҫитессе эсир пӗлетӗр. Ҫавӑн чухне Этем Ывӑлне пӑталама тытса парӗҫ».


«Ырӑ ҫыннӑмӑр, – тенӗ вӗсем, – леш ултавҫӑ Хӑй чӗрӗ чухне „виҫӗ кунран чӗрӗлсе тӑрӑп“ тенине аса илтӗмӗр-ха эпир.


Лешӗсем Ӑна мӑшкӑл кӑтартӗҫ, чӗн пушӑпа хӗнӗҫ, питрен сурса пӗтерӗҫ. Ӑна вӗлерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне Вӑл чӗрӗлсе тӑрӗ».


Унтан Иисус вӗренекенӗсене Этем Ывӑлӗ нумай асап курасси ҫинчен, ятлӑ-сумлӑ ҫынсемпе аслӑ священниксем тата саккун вӗрентӳҫисем Хӑйне йышӑнас ҫукки ҫинчен кала пуҫланӑ. Тата Вӑл Хӑйне вӗлересси ҫинчен, виҫҫӗмӗш кунне чӗрӗлсе тӑрасси ҫинчен те каласа панӑ.


Иисус вӗсене ҫапла тавӑрса каланӑ: «Малтан Илия килсе пурне те хатӗрлесе хумалла тени тӗрӗсех ӗнтӗ. Эппин мӗншӗн-ха Этем Ывӑлӗн нумай асап курмалла, мӑшкӑл тӳсмелле тесе те ҫырнӑ?


Мухтавлӑран та мухтавлӑ пулма Христосӑн ҫак асапа курмалла марччӗ-им вара?»


«Ҫак сӑмахӑмсене эсир лайӑх астуса юлӑр: Этем Ывӑлне ҫынсен аллине тытса парӗҫ».


Никам та Ман чунӑма туртса илеймест, ӑна Эпӗ Хам паратӑп. Манӑн ӑна памашкӑн та, каялла илмешкӗн те ирӗкӗм пур. Мана Аттем ҫапла хушнӑ».


«Ҫак Турӑ Ҫуртне пӑсӑр, Эпӗ вара ӑна виҫӗ кунран ҫӗнӗрен туса лартӑп», – хуравланӑ Иисус.


Ӗненекенӗсем пӗри те ан пӗтчӗр тесе, ӗмӗрлӗх пурӑнӑҫлӑ пулччӑр тесе, Моисей пуш хирте ҫӗлене ҫӗкленӗ евӗрлех, Этем Ывӑлӗн те ҫӗкленмелле.


Эпир тӳсетпӗр пулсан, Унпа пӗрлех патшара ларӑпӑр. Эпир Унран тунсан, Вӑл та пирӗнтен тунӗ.


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ