26 Вара усал сывлӑш кӑшкӑрса ярса, ачана чӗтретсе пӑрахса ун ӑшӗнчен тухнӑ. Ача вилнӗ пек выртнине курсан: «Вилсе кайрӗ», – тенӗ чылайӑшӗ.
Ун патне ҫавӑнти пӗр хананей хӗрарӑмӗ пынӑ та: «Эй, Хуҫам, Давид йӑхӗн Ывӑлӗ, хӗрхенсем мана! Хӗрӗм усал ернипе питӗ асапланать», – тенӗ кӑшкӑрсах.
Вара усал сывлӑш ҫынна чӗтретсе пӑрахса, хыттӑн кӑшкӑрса ун ӑшӗнчен тухнӑ.
Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ».
Ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Усал сывлӑш Иисуса курнӑ-курманах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ.
Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!»
Анчах та Иисус ӑна аллинчен тытса тӑратнӑ та, вӑл тӑнӑ.
Эй, ҫӳлти тӳпе! Эй, ҫӳлте пурӑнакансем! Халӗ ӗнтӗ савӑнмаллипе савӑнӑр! Анчах та сире, ҫӗрпе тинӗс ҫинче пурӑнакансене, хуйхӑ пулӗ, мӗншӗн тесен сирӗн патӑра шуйттан анчӗ! Хӑйӗн вӑхӑчӗ сахал пулнине пӗлнӗрен вӑл хаярлӑхпа тулса ҫитрӗ!»