Иисус, халӑх васкаса пуҫтарӑннине курса, усал сывлӑша чарса каланӑ: «Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр тӑвакан сывлӑш, сана хушатӑп: тух ун ӑшӗнчен, текех нихӑҫан та ун ӑшне ан кӗр!»
Унтан Вӑл, хӗрарӑм енне ҫавӑрӑнса, Симона каланӑ: «Ҫак хӗрарӑма эсӗ куратӑн-и? Эпӗ санӑн кил-ҫуртна кӗтӗм, ҫапах эсӗ ура ҫума Мана шыв та памарӑн. Ку хӗрарӑм вара Ман урасене куҫҫулӗпе ҫуса, хӑйӗн ҫӳҫӗпе шӑлса типӗтрӗ.
Ҫырасса та эпӗ сирӗн патӑра питӗ хуйхӑллӑ, суранлӑ чӗрепе, вӗри куҫҫуль юхтарса ҫыртӑм. Сире кулянтарас тесе мар, хам сире мӗн тери юратнине пӗлччӗр терӗм.
мӗншӗн тесен Христоса пула сире ҫапла шӑпа пӳрнӗ: сирӗн Ӑна ӗненмелле кӑна мар, Уншӑн асапланмалла, манашкалах кӗрешмелле. Эпӗ Христосшӑн епле кӗрешнине вара эсир курнӑ, халӗ те ман пирки хыпар илсех тӑратӑр.
Ҫавӑнпа та эпир яланах сирӗншӗн кӗлтӑватпӑр: Туррӑмӑр сире мӗншӗн суйласа илнӗ, ҫавна тивӗҫлӗ тутӑрччӗ; ырӑ тума та, ӗненӗве ӗҫпе ҫирӗплетме те вӑй патӑрччӗ тетпӗр.
Сирӗншӗн, тӑвансемӗр, пирӗн яланах Турра тав тумалла. Ҫапла туни тӗрӗс пулӗччӗ, мӗншӗн тесен сирӗн ӗненӗвӗр ҫирӗпленсех пырать, сирӗн хушшӑрта пӗр-пӗрне юратасси те вӑйлансах пырать.