23 Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».
«Кил», – тенӗ Иисус. Петр вара кимӗрен тухса шыв ҫийӗпе Иисус патне утнӑ.
Иисус вара вӗсене ҫапла хуравланӑ: «Мӗншӗн тесен эсир ҫителӗксӗр ӗненетӗр. Чӑн калатӑп сире: эсир пӗр пӗрчӗк анчах ӗненсессӗн те, ҫак тӑва: „Кунтан ҫавӑнта куҫса лар“, – тесен, вӑл куҫса ларӗччӗ. Эсир пултарайманни нимӗн те пулмӗччӗ.
«Турра ӗненӗр! Чӑн калатӑп сире, кам ҫак тӑва: „Вырӑнунтан тапран та тинӗсе кӗрсе ӳк“, – тесе чун-чӗрипе иккӗленмесӗр, хӑй калани пурнӑҫланасса ӗненсе калать, вӑл кирек мӗн калани те пулатех.
– Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам».
Ача ашшӗ, куҫҫульленсе, ҫав самантрах: «Ӗненетӗп, Хуҫамӑр! Ӗненсех ҫитерейместӗп пулсан, пулӑшсам!» – тесе кӑшкӑрса янӑ.
Хуҫамӑр вӗсене каланӑ: «Эсир пӗр пӗрчӗк те пулин ӗненсессӗн те, ҫак смоква йывӑҫҫине: „Тымарупах кӑкланса тинӗсе куҫса лар!“ – тесе каласан, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ».
«Ӗненсен, Турӑ мухтавне курӑн тесе каламарӑм-и-ха Эпӗ сана?» – тенӗ ӑна Иисус.
Павел вӗрентнине вӑл та итленӗ. Ҫавӑн чухне Павел ун ҫине пӑхнӑ та уксах-чӑлахӑн сывалмалӑх ӗненӗвӗ пуррине асӑрханӑ.
Ӗненӳсӗр вара Турӑ кӑмӑлне юрӑхлӑ пулма ҫук, мӗншӗн тесен Ун патне ҫывхараканӑн Турӑ пуррине тата Турӑ Хӑйне шыракансене сӑвап парассине ӗненмелле.