22 – Усал сывлӑш ӑна пӗтерес тесе вута та, шыва та темиҫе хут сиктерчӗ. Хӗрхенсем пире, мӗн те пулин тума пултарсан, пулӑшсам».
Иисус ҫавӑнтах аллине тӑсса ӑна ярса тытнӑ. «Эй, ҫителӗксӗр ӗненекен, – тенӗ ӑна Иисус, – мӗншӗн эсӗ иккӗленсе кайрӑн?»
«Хуҫамӑр, ывӑлӑма хӗрхенсем: уйӑх ҫӗнелсен вӑл усал ернипе питӗ асапланать; тӑтӑшах е вута, е шыва сикет, – тенӗ ҫав ҫын.
Иисус, хӗрхенсе, вӗсен куҫӗсене сӗртӗннӗ те, икӗ суккӑр ҫын ҫав самантрах куракан пулнӑ. Вара вӗсем те Иисус хыҫҫӑн кайнӑ.
Сасартӑк Иисус патне пӗр юхан-суранлӑ ҫын ҫывхарнӑ та чӗркуҫленсе ларса ҫапла каланӑ: «Хуҫамӑр! Сыватас тесессӗн, Эсӗ мана сыватма пултаратӑнах».
Иисус пӗр пӳрте кӗрсен, суккӑрсем те Ун хыҫҫӑн кӗнӗ. «Эсир ыйтнине Эпӗ тума пултарасса ӗненетӗр-и эсир?» – тенӗ вӗсене Иисус. «Ӗненетпӗр, Хуҫамӑр!» – тенӗ Ӑна вӗсем.
Анчах та Иисус ӑна пӗрле илмен. «Эсӗ киле кай та Хуҫа Турӑ хӑвӑншӑн мӗн тунине, епле хӗрхеннине тӑванусене каласа кӑтарт», – тесе кӑна хушса хӑварнӑ.
«Ывӑлна капла пулни чылайранпа-и?» – ыйтнӑ вара Иисус ачан ашшӗнчен. «Мӗн пӗчӗкренех, – тенӗ лешӗ.
Иисус вара ӑна ҫапла каланӑ: «Мӗн чухлӗ те пулин ӗненетӗн пулсан, ӗненекеншӗн Турӑ пурне те пултарттарать».
Иисус ҫав тӑлӑх арӑма курсан, ӑна хӗрхенсе: «Ан йӗр», – тенӗ.