Biblia Todo Logo
အွန်လိုင်း သမ္မာကျမ်းစာ

- ကြော်ငြာတွေ -




Марк 9:19 - Синодальный НЗ

19 Иисус вара ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: «Эй, ӗненмен ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин».

အခန်းကိုကြည့်ပါ။ ကော်ပီ




Марк 9:19
17 ပူးပေါင်းရင်းမြစ်များ  

«Эй, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Манӑн сирӗнпе пулмалла-ши? Хӑҫанччен Манӑн сире тӳсмелле-ши? Ачине Ман патӑма илсе килӗр эппин», – тавӑрса каланӑ Иисус.


Юлашкинчен Иисус вун пӗр вӗренекенне каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне курӑннӑ. Иисус вӗсене чунӗсем уҫӑлса ҫитейменшӗн, Хӑй чӗрӗлсе тӑнӑ хыҫҫӑн Ӑна куракансене ӗненменшӗн ӳпкеленӗ.


Ҫав усал сывлӑш ӑна ӑҫта ярса илет, ҫавӑнта ҫӗре ӳкерет. Вара ывӑлӑм кӑпӑк кӑларса, шӑлне шатӑртаттарса выртать, шӑнӑр туртнипе хытсах каять. Ҫав усала хӑваласа кӑларма эпӗ Санӑн вӗренекенӳсенчен ыйтрӑм, анчах вӗсем пултараймарӗҫ».


Ӑна Иисус патне илсе пынӑ. Усал сывлӑш Иисуса курнӑ-курманах ачана чӗтретсе пӑрахнӑ та, вӑл ҫӗре ӳксе, кӑпӑк кӑларса йӑвалана пуҫланӑ.


«Эх, тавҫӑрусӑр та мӑран чунлӑскерсем! – тенӗ вӗсене Иисус. – Пророксем малтанах каланине те ӗненме пултараймастӑр-ҫке.


«Эх, ӗненмен, пӑсӑк ӑру! Тата хӑҫанччен Эпӗ сирӗнпе пулӑп, хӑҫанччен тӳссе тӑрӑп сире? Хӑвӑн ывӑлна илсе кил кунта», – тавӑрса каланӑ Иисус.


«Халӗ Манӑн чунӑм пӑлханса кайрӗ. Мӗн калам-ши? „Аттем, Мана ҫак саманта курассинчен хӑтар!“ – теес-и? Анчах та Эпӗ шӑпах ҫак самантшӑн килнӗ.


Унтан Фомана каланӑ: «Пӳрнӳсене тӑс-ха! Акӑ Манӑн аллӑмсем. Халӗ аллуна тӑсса Манӑн аякӑмри сурана сӗртӗн. Ан иккӗлен, ӗнен!»


ကြှနျုပျတို့နောကျလိုကျပါ:

ကြော်ငြာတွေ


ကြော်ငြာတွေ